Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, XXV пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


Пуху пуҫтарӑнчӗ йыхравсӑр
«Ишут тар шурӗ» хӗрринче.
Паян вара иртмерӗ шавсӑр —
Вӗрет кашни ҫын чӗринче
Кӳрентерни, мӑшкӑллани,
Сӑлтавсӑрах айӑплани.
Ирӗксӗрех Ищут ҫӳҫенчӗ,
Анчах ӑш вӗҫнине ҫӗнтерчӗ.
Вӑл шухӑшлать: «Халь парӑнсассӑн,
Кӑтартмасан хуҫа вӑйне,
Мӗскӗнленсе ята ярсассӑн,
Пуҫа эп хурӑп чул айне».

Шавлать ял-йыш: пит йӑлӑхтарнӑ
Тар юхтарса шав ӗҫлени.
Ӑна ытла та тарӑхтарнӑ
Ишут, эс парӑмра тени.
Хуҫа пит чӗмсӗр; халь ӑна
Нимле ӗҫпе те тӑрантаймӑн,
Ҫын парӑмра — ниҫта тараймӑн,
Халь ун шӑпи Ишут кӑна.
Паян чун хӗрчӗ уйрӑмах:
Халь пултӑр татӑклӑ сӑмах.
Мучи ӑсне пӗле-кура,
Мала тӑратрӗҫ Якура.

Якур хисеплӗ ҫын; ӳнран
Никам илтменз пӗр сив сӑмах та.
Пулать вӑл хӗсӗк кун, ҫапах та
Йӳнеҫтерсе, унтан-кунтан
Тупса, вӑл ҫынсене ыр тунӑ —
Ҫынран тарса вӑл пытанман.
Ҫынна ялан хисеп ту, унсӑр
Нихҫан та чунӗ ун канман.
Ачасемпе вылять ача пек,
Ваттисемпе пулмасть айван.
Таҫта малта пырать ун чапӗ —
Вӑл ӑсшӑн кивҫене кайман.

Якур мучи хӗлхемленсе
Ял-йыш хутне кӗме шутларӗ;
Чун чаракне халь ҫӗнтерсе
Мала тухса сӑмах пуҫларӗ:
«Ишут, ытла та кӳрентертӗн:
Вӑрларӑн пирӗн вӑй-хала,
Эс халӑх тивӗҫне тӳнтертӗн.
Ҫакна асту, ан мӑшкӑлла
Тӳлек те ӑслӑ ял-йыша.
Пӗлсем, пире ку йӗрӗнтерчӗ,
Пулса эс тӑтӑн халӑх терчӗ,
Яту та пӑтратать ӑша.

Пире выльӑх вырне хуратӑн;
Шутлатӑн: хупӑп картана.
Ял-йыш йӗрки ҫине суратӑн.
Тухать, пӗлсе тӑр, вартанах
Сана курайманни. Манмастпӑр:
Эпир паян та парӑмра,
Анчах та халӑх, астуса тӑр,
Выртмасть кӗлте пек сарӑмра.
Хӑвна ху ҫеҫ юратнӑран
Паян ӑс-хакӑлна та мантӑн —
Ҫын терчӗпе пуйма васкатӑн...
Калатӑп чун ыратнӑран».

Вӗрерӗ тивӗҫлӗх; хӑйне
Якур маттуррӑн тыткаларӗ,
Пуҫтарчӗ хӑй халне, вӑйне,
Мӑн кӑмӑллӑн пуҫне ҫӗклерӗ,
Куҫран чӑр пӑхрӗ Ишута, —
Ҫилленнӗ куҫӗпе йӗплерӗ, —
Ҫунтарчӗ ӑшӗнчи вутта.
Ишут хӗрет: чарма хӑймасӑр
Итлет хӗмленнӗ Якура,
Тӑрать сӑмах та калаймасӑр,
Асра юлмалӑх пухура.

Асать пурмис, шӑлне вӑл ҫыртрӗ,
Вӑл Якура чӑртмаххӑн тытрӗ:
«Ӗҫлесшӗн мар, лӳппер, юлхав,
Эсех пӑтратрӑн халӑха!
Эс ухмаха перетӗн, кай,
Шутларӑн пуль, вӗсем тӑмпай.
Чее хӑтланнине куратӑп,
Сан вӑрттӑн шухӑшна туятӑп!»
Мӗн илтрӗ сисӗмлӗ хӑлха?
Чуна лӑплантарма пӗлеймӗн,
Ӑсна шӑрҫа пек йӗркелеймӗн,
Илтсен ҫак ирсӗр сӑмаха.

Ишут хӑйне шеп тытаймарӗ —
Чӗтрет. Вӑл кайрӗ тулхӑрса, —
Тӑртанчӗ пулӗ йӑх тымарӗ, —
Эткерлӗх тухрӗ тӑпӑлса.
«Ҫук, ҫук, ман ӗмӗте салатӗ,
Ишсе антарӗ шанчӑка,
Ҫурса суранлантарӗ, ватӗ,
Кӑкармасассӑн анчӑка».
«Ҫитет! — уларӗ вӑл, — эс тарҫӑ!
Мӗнле хӑятӑн эс, каварҫӑ?»

«Ҫук, тарҫӑ мар — Якур сасси
Янрарӗ хыт. — Эс йыт асси!»
Тӗлӗннипе Ишут кӑнн хытрӗ.
Вара самант патак вӑл тытрӗ.
«Эс анчӑк! — урипе тарс! тапрӗ, —
Эп, пӗл, сунарҫӑ, эс — куян!»
Чупса пырса пуҫ урлӑ ҫапрӗ
«Ак ме!» Шат хуҫӑлчӗ туя.
Ҫук, хускалмарӗ ват Якур,
Каларӗ тивӗҫлӗн: «Ан ур!»
Пӗл, халӑх — шыв. Тен, эс сумламӗн,
Шыв пухӑнать тумлам-тумламӑн,
Ейӳ пулать те — вӑйланать,
Вӑл пӗвене татса каять»

«Мӗн ку?» Барон, ҫук, ӗненмерӗ
Хӑй куҫӗпе хӑй курнине,
Вӑл тавҫӑрса час илеймерӗ
Хӗр учӗ мӗншӗн урнине.
Ӑна ытла та тӗлӗнтерчӗ:
Хӗр мӗншӗн кайрӗ-ха шурса?..
Чечек утне ҫапса сиктерчӗ,
Шӑв-шав енне тӳр ҫул хывса.
Барон хӗр хыҫҫӑнах васкарӗ,
Вӑл хӑваларӗ хӑй утне.
Сикет-сикет ут: пит хашкарӗ,
Илсе ҫитерчӗ шур патне.

Фон-Айсберг умӗнче уҫланкӑ, —
Йӗри-тавра вӑрман, ката, —
Ял-йыш та... тем пирки пӑлханнӑ.
Ун патӗнче Ишут — патак
Ун аллинче... Самант ҫӗклерӗ...
«О, майн Гот!» Мӗн турӗ вӑл?
Барон сӑнать, пахать чӑл-чӑл -
Вӑл витӗр куҫӗпе йӗплерӗ.
Силленчӗ вӑл: барон тем курчӗ:
Асамлӑ вӑхӑт! - Ишута
Хӗр ҫурӑм урлӑ-пирлӗ ҫурчӗ
Тӗреклӗ, пиҫӗх пушӑпа.

«Чечек?»
«Ак ме!» Ҫапать татах...
Ҫӗлен пек пушӑ авкаланчӗ.
Ишут халь тӗлӗнчӗ шалтах,
Вӑл такӑнса ҫӗре йӑванчӗ.
«Кӑпшанкӑ...» — терӗ хӗр тути...
Тек пӗр сӑмах та шарламарӗ.
Ик куҫӗ, ҫӑлтӗрӑн ҫути,
Самантлӑх сӳннӗ — палӑрмарӗ.
Чӗвенчӗ ут, чул урлӑ сикрӗ,
Кӑларчӗ ҫиҫӗм таканпа.
Куҫран ҫухалчӗ хӗр; каҫ витрӗ
Вӑрман тӑрне кӑвак сӑнпа.


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-10 17:05:57 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2637 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем